Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑваттӑмӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)

«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Марка-улӑп тӑван халӑхне пӑрахса каймалла пулни тӗрлӗ ҫӗрте пурнакан чӑваш халӑхӗн тӑшманӗсене питӗ савӑнтарать.
Чӑваш халӑхӗн тӑшманӗсем — ямансем, ҫуйӑнсем, кайташсем, вакиверсем, путлансем тата чухасем. Вӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнса, чӑвашсем ҫине тапӑнса кӗреҫҫӗ.
Ҫак тӑшман эшкерӗ хушшинче Кримкилте ашшӗ Чупайрек те пур.
1
Ҫӗленпе калтан пӗр чӗлхе,
Тӑшманпа тӑшманӑн — ҫӗр чӗлхе.
Усал хыпар улт ураллӑ,
Ырӑ хыпар — пӗр ураллӑ.
Усал хыпара
Тытма ҫук кунтӑкра,
Юланут та хуса ҫитеймест,
Патша та тытса чараймасть.

Чӑвашпа чӑваш хирӗҫни,
Чӑвашпа чӑваш килӗштерейменни
Тӑшмансене савӑнтарнӑ,
Тӑшмансене ҫӗн шухӑш панӑ:
"Халӗ тапӑнса кӗрсен,
Йӗри-тавра ҫавӑрса илсен,
Чӑвашсене ҫӗнтеретпӗр,
Чӑвашсене пӗтеретпӗр".
Ҫапла шутласа,
Каварлашса,
Вӗсем ҫар пуҫтараҫҫӗ,
Тапӑнма хавхаланаҫҫӗ.

2
Телей пулсан чӑваш пуять,
Хурлӑх пулсан — чӑваш куять.
Ҫар хыҫҫӑн — ҫар,
Текӗрт хыҫҫӑн — текӗрт
Аслӑ уя пухӑнать.
Ҫар хыҫҫӑн ҫар,
Текӗрт хыҫҫӑн текӗрт
Вӑрҫӑ вӑрҫма капланать.

Кунта — ямансем,
Кунта — ҫуйӑнсем,
Кунта — кайташсем,
Кунта — вакиверсем,
Тем тӗрлӗ тӑшмансем
Тата — чухасем.
Ут утланма пӗлмен тӑшмансем,
Урӑхла каласан — путлансем.
Вӗсем пурте чӑваш ҫине
Марка-улӑпсӑр юлнисем ҫине
Тапӑнса кӗресшӗн,
Вӗсене пӗтересшӗн.

3
Ямансен ҫарпуҫӗ
Марка-улӑп ҫук чухне
Чӑвашсенчен хӑрамастпӑр.
Эпир пӗрле чухне
Чӑвашсене лӑскатпӑр.

Ҫуйӑнсен ҫарпуҫӗ
Чӑвашсен хушшинче,
Тӑшмансен хушшинче,
Виҫӗ улӑп кӑна,
Пурте пӗлетпӗр ҫакна.
Пӗри — Аттил,
Ӑна халь тыт та ил.
Тепри — Айтаман,
Вӑл хӑй пӗччен ытла паттӑр пулман
Тата тепри — Марка-улӑп,
Ку вӑл вара чӑн-чӑн улӑп.
Паянтан Марка-улӑп ҫук,
Эппин, пирте те шиклӗх ҫук.

Кайташсен ҫарпуҫӗ
Эпир хамӑр улӑпсем,
Ҫавӑнпа чӑваш улӑпӗсем
Пире хӑратаймӗҫ,
Тапӑнса кӗме чараймӗҫ.

Вакиверсен ҫарпуҫӗ
Эпир — вакиверсем,
Эпир — чӑн-чӑн арсем.
Эпир хӗҫ тытсан,
Эпир тапӑнсан,
Никам та чӑтаяс ҫук,
Хирӗҫ тӑма та пӗлес ҫук.

Путлансен ҫарпуҫӗ
Путлансем тени —
Чи паттӑррисем тени.
Чӑвашсем ҫине,
Тӑшмансем ҫине,
Марка-улӑпсӑр юлнине пӗлсе,
Вӗсем вӑйсӑрланнине илтсе,
Эпир кӗретпӗр чи малтан,
Чӑваш ҫынни, путлан!

Чупайрек
Чӑвашсене аркататпӑр эпир,
Чӑвашсене кураймастпӑр.
Пурте пӗрле ҫавӑнпа
Паян эпир ҫакӑнта.
Тепӗр вӑрттӑнлӑх калатӑп,
Пурне те хыпарлатӑп:
Марка-улӑп кайнӑ таҫта,
Айтаман — йывӑр чирлӗ, ялта.
Пӗччен юлнӑ Аттил,
Йӑлт аптранӑ Аттил,
Ӑна ҫӗнтеретпӗр,
Ним юлми пӗтеретпӗр.

4
Аслӑ уйпа кашкӑрсем мар,
Аслӑ уйпа шурӑ парссем мар,
Аслӑ уйпа ҫар пырать,
Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫар кусать.
Малта — утлӑ ҫар,
Кайра — ҫуран ҫар.
Пурте чӑвашсен тусӗсем мар,
Чӑвашсен тамӑрӗсем те мар,
Пурте чӑвашсен тӑшманӗсем,
Вӗсене пӗтерес текенсем.

Чӑваш хӳхлевӗ
Ай-ах, ай-ах, — аякра,
Ахтур-ахтур — тӑхтавра,
Ай-ах тесессӗн те,
Ахтур тесессӗн те
Хамӑрсӑр пуҫне
Йывӑра лекнӗ чӑвашсене
Никам та шеллес ҫук,
Никам та пулӑшас ҫук.
Пирӗн хамӑрӑн тӑмалла,
Тӑшмана хирӗҫ каймалла,
Вӑй пухмалла,
Ҫине тӑмалла,
Тискер тӑшмана
Танкӑр, пулӑш тӑван халӑхна.
Ҫӗнтермелле,
Пире эс пилле!..

Ӑнлантаркӑч

1. Кунта — ямансем. Ямансем — чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче тӗл пулакан тӑшмансем.
2. Кунта — ҫуйӑнсем. Ҫуйӑнсем — авалхи чӑваш каларӑшӗсенче вӗсене пула сӑнлӑ ҫынсем тенӗ. Ҫуйӑнсем вӑрмана юратман, вӑрмантан тарса пурӑннӑ. Ҫуйӑн — яка, пурне те юрама пӗлекен ҫын синонимӗ.
3. Кунта — кайташсем. Кайташсем — чӑвашсенчен татӑлса кайнӑ йӑхсем.
4. Кунта — вакиверсем. Вакиверсем — питӗ усал вӗтӗ халӑх.
5. Урӑхла каласан — путлансем. Путлан ятлӑ усал ҫынран пулса кайнӑ халӑх.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 19:23:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3752 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем